Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи

Арӑмӗпе тата ҫулталӑкри хӗрӗпе тӗнче курса ҫӳрекен чӑваш велоҫулҫӳревҫи Никита Тӗнче хальхинче, аса илтерер, Финлянди енне ҫул тытрӗ. Ҫемье Финляндинчен тухса Швецие ҫитнӗ.

Никита Тӗнче Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, Швецинче ватӑ юман патӗнче чарӑннӑ май ӑна чӑваш юманӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Финляндинех таврӑнар-ха. Унта мӗнпур кӑтартӑва икӗ чӗлхепе: финла тата шведла — ҫыраҫҫӗ иккен. Турку — Швецин унчченхи тӗп хули. Ӑна шведсем йӗркеленӗ. Швед чӗлхи Финляндинче — фин чӗлхипе пӗр тан чӗлхе. «Кӑтартса ҫырнисене ҫавӑнпа та икӗ чӗлхепе ҫыраҫҫӗ. Пирӗн вара Чӑваш Енре чӑвашла ҫыраймаҫҫӗ» — тесе ҫырнӑ Никита хӑйӗн сайтӗнче.

«Раҫҫее юратмасть тесе шухӑшлама кирлӗ мар. Раҫсейӗпех ҫӳренӗ эпӗ. Унӑн вӗҫсӗр-хӗрсӗр уҫлӑхне, ҫыннисене питӗ юрататӑп. Анчах ҫынсене телейлӗ тата йӑлтах тӗрӗс пултарас килет. Тӑван ҫӗршыв вӑл — пӗр япала, патшалӑх вӑл тепӗр пулнине нихӑҫан та ан манӑр», — уҫӑмлатнӑ Никита Тӗнче.

 

УТӐ
29

Ҫитес ҫул эпӗ татах та килӗп…
 Эрбина Портова | 29.07.2019 23:06 |

Чӑваш чӗлхи
«Хавал» уйлӑхра тунӑ сӑн
«Хавал» уйлӑхра тунӑ сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗччен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗн тата ют чӗлхесен «Язык для успеха» (чӑв. «Ӑнӑҫу чӗлхи») шкулӗн уйлӑхӗ «Сурские зори» (чӑв. «Сӑр шуҫӑмӗ») кану базинче иртрӗ. Уйлӑхӑн тӗп тӗллевӗ — чӑвашлӑхшӑн ҫунакан ҫынсене пӗрле пухасси, вӗсене тӑван халӑх культурипе, кун-ҫулӗпе паллаштарасси.

Уйлӑхра чӑваш чӗлхине виҫӗ шайра вӗрентеҫҫӗ: шкул ҫулне ҫитмен ачасем, шкул ҫулне ҫитнисем тата аслӑ ӳсӗмрисем. Кашни ушкӑнӑн хӑйӗн уйрӑм программа.

Уйлӑхра чӑваш чӗлхи вӗренӗвӗсемсӗр пуҫне тавракурӑма аталантарма тӗрлӗ-тӗрлӗ лекци иртрӗ. Сӑмахран, Айрат Тухватуллин, Хусан университечӗн доценчӗ, Тутар Республикин ӑслӑлӑх академийӗн истори институчӗн аслӑ ӗҫченӗ «Хусан ханлӑхӗн кун-ҫулӗ» ятлӑ темӑпа калаҫрӗ, Алпарух Пӗлӗм (Александр Блинов) чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ «Кала-ха 4» вӗренӳ пособийӗпе, Мария Савельева, журналист, литература критикӗ, Дина Гавриловӑн пултарулӑхӗнчи хӗрарӑм прозипе паллаштарчӗҫ. Ют ҫӗршыв хӑни Жан-Марк Леклер (ЙоМо) юрӑҫӑ, эсперантист, окситан чӗлхин хастарҫи окситан чӗлхи ҫинчен, Никита Кузнецов, хинди институчӗн дипломанчӗ акӑлчан тата китай чӗлхисен вӗрентекенӗ, тӗлӗнмелле хинди тата адыгея чӗлхисем, вӗсен лару-тӑрӑвӗ ҫинчен тӗплӗн те кӑсӑклӑ каласа пачӗҫ.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ иртнӗ уйӑхра уйрӑмах хӗрӳ ӗҫлерӗ — Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ корпусӗ те чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсемпе самай пуянланчӗ, черетлӗ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» томӗ те хушӑнчӗ.

Чи малтанах электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ Н.И. Ашмарин хатӗрленӗ словарӗн черетлӗ томӗпе — 4-мӗшпе — пуянланни пирки калас пулать. Ҫапла май халь вӑл сӑмах пуххинче 39,1 статья пур. Унччен 36,2 пинччӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра 3, 5 тата 8-мӗш томсем электронланасса шанатпӑр.

Чи пысӑк ӗҫ вара Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ корпусӗнче иртрӗ — мӑшӑрсен шучӗ 44 012-рен 62 083 ҫитрӗ. 18 пин ытла кӗртме пултартӑмӑр. Вӑл шутра — Библири мӑшӑрсене пурне те хушрӑмӑр, Феодосия Ишетер куҫарнӑ «Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» кӗнекерисене тата Василий Шукшинӑн сакӑр калавне асӑнас пулать. Ҫывӑх вӑхӑтра корпусра машинлӑ куҫарӑвӗн бета-вариантне вырнаҫтарассипе ӗҫлӗпӗр. Мӑшӑрсем сахал пулнӑ май хальхи вӑхӑтра вӑл куҫару ҫавах ытла пахалӑхлӑ пулманнине асӑрхаттаратпӑр. Мӑшӑрсен шутне ӳстерес ӗҫе чӑвашла пӗлекенсем хутшӑнма пултарни пирки та асӑнса хӑвармасӑр пултараймастпӑр — пӗрле кар! тӑрса ӗҫленипе кӑна чӑваш чӗлхине эпир тӗнче шайне хӑпартма пултаратпӑр!

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/
 

Чӑваш чӗлхи

Пӗлтӗр, ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче эпир — Чӑваш халӑх сайчӗ тата чӑваш чӗлхеҫисем — Михаил Иванович Скворцов вил тӑприйӗ ҫине илемлӗ палӑк вырнаҫтарас тӗллевпе «Ҫут тӗнче ӑстине — халӑх палӑкӗ» акци пуҫланӑччӗ. Ҫулталӑк иртнӗ хыҫҫӑн ӑна вӗҫлес терӗмӗр.

Акцие пӗтӗмлетнӗ май ҫакна палӑртас пулать: шел те тӗллевленӗ хисеппухӑнаймарӗ. Ҫавах та пуҫтарӑннӑ укҫа та чӑваш чӗлхин анинче тӑрӑшнӑ хисеплӗ чӗлхеҫе сума суни куҫкӗретех. Пурӗ 50 450 тенкӗ пухма пултартӑмӑр. 300 тенкӗпе пулӑшакан та, 12 пин хывакан та пулчӗҫ. Ҫав шутра — чикӗ леш енчи ӑсчахсем те. Ҫирӗм тӑватӑ ҫын ытла пирӗн акцие хутшӑнчӗ — пурне те вӗсене пысӑк тав!

«Ҫут тӗнче ӑстине — халӑх палӑкӗ» акцие хупни сирӗн пулӑшу кирлӗ маррине пӗлтермест. Пулӑшу счечӗ ҫавах юлӗ — пулӑшакана никам та хирӗҫ пулмӗ.

Укҫа куҫармалли карта номерӗ: 4817 7600 9969 0046 (Сбербанк, мӑшӑрӗ ячӗпе уҫнӑ: «Алевтина Васильевна С.» ят тухмалла).

Банк счёчӗ:

ФИО: Алевтина Васильевна Скворцова

Счёт: 40817810375005816627

Банк получатель: Чувашское отделение № 8613 ПАО Сбербанк

г. Чебоксары

БИК: 049706609

Корр. счет: 30101810300000000609 ИНН: 7707083893

КПП: 212902001

ОКПО: 09286400

ОГРН: 1027700132195

 

Чӑваш чӗлхи

Тутарстанри «Сувар» хаҫатра Илья Туманов автор чӑннипех те тӗрӗс ыйтӑва хускатнӑ. «Шавлӑ уявсем те, Акатуйсем те чараймаҫҫӗ эпир вырӑсланса пырас юхӑма», — тесе ҫырнӑ вӑл. Унти тӗп шухӑш — хамӑр чӑваш, ачасем вырӑс пулни.

«Пирӗн ҫумра ӳсекен ҫамрӑк ӑру питӗ хастар. Юрлама-ташлама именсе тӑмасть. Анчах та ӑна чӑвашла калаҫтарма питӗ йывӑр. Аслӑраххисемпе, тен вӗсем калаҫӗҫ-ха, хисеплесе, анчах та хӑйсем хушшинче вырӑсла пуплеҫҫӗ. Нимӗн те тӑваймастӑн кунпа. Ӳкӗте кӗртни те, ятлани те усӑсӑр. Вӗсем итлемеҫҫӗ сана», — сӑнанине пӗр ӳстермесӗр ҫырса кӑтартнӑ унта.

Чӑн та, йӑлт тӗрӗс. Чӑваш чӗлхи пӗтет тесе пысӑк трибуна умӗнче калаҫакан-шавлакансен ачисем те, сӑнанӑ тӑрӑх, чӑвашла калаҫмаҫҫӗ.

 

Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Ӗнер хыпар ҫитрӗ, Ялавӑрта (Чӗмпӗр облаҫӗ) иккен Алексей Ургалкинӑн палӑкне уҫнӑ. Чаплӑ япала — хамӑрӑн паллӑ ҫынсене асра тытма кунашкал бюстсем тем тесен те питӗ кирлӗ. Уйрӑмах вӗсен тӑван ялӗсенче. Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ сӑваплӑ ӗҫ туса ирттернӗ, Олег Мустаева ҫакӑншӑн пысӑк тав сӑмахӗ каламалла.

Ҫавах та пӑшӑрханмалли те ҫук мар. Темшӗн бюстӑн постаментӗнчи ҫыпӑҫтарнӑ чул ҫине сӑмахсене вырӑсла кӑна касса хунӑ. Вырӑнти чӑвашсем хӑйсен тӑван чӗлхипе ҫырма вӑтаннӑ пуль терӗм те автономи ертӳҫи эп йӑнӑшни пирки каларӗ: «Микула тусӑм, чиновниксемпе ҫапӑҫса халтан кайрӑм ирӗк памарӗҫ. Эпир чӑваш республикинче мар терӗҫ», — хуравларӗ (орфографине сыхласа хӑварнӑ /WhatsApp-па ҫыхӑнса, ҫавна май орфографи ҫине тӑрӑнмасан та юрӗ. Тӗллевӗ кунта — информацие ман пата мӗнле ярса панӑ ҫавӑн пекех сире тивӗҫтересси/ — Авт.).

Чӑн та Чӗмпӗр облаҫӗ Чӑваш Республики мар. Анчах та ку пӗрре те чӑваш чӗлхипе усӑ курма чӑрмав кӳмелле мар пек.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхин лабораторийӗ хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсать. Иртнӗ эрнере эпир уйрӑмах лайӑх ӗҫлерӗмӗр теме пулать — чӑвашла-вырӑсла мӑшӑр пуплевӗшсен йышӗ 50 пинрен иртрӗ. Ку хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра кӑтарту 51 961 пуплевӗшпе танлашать.

Аса илтеретпӗр, 40 пинрен эпир ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗсенче иртрӗмӗр. Иртнӗ уйӑха вара 44 012 пуплевӗшпе вӗҫлерӗмӗр. Тепӗр май каласан, иртнӗ эрнере эпир корпуса пӗр 8 пин патнелле куҫарнӑ пуплевӗшпе пуянлатрӑмӑр. Ҫакӑн пек кӑтартусем тума пире Библири («Кивӗ халалтисене» кӗртсе пӗтернӗ) мӑшӑрсене усӑ курни тата Феодосия Ишетер куҫарнӑ Марк Твенӑн «Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» кӗнеки пулӑшрӗ. Ҫавӑн пекех Хветӗр Акивер куҫарнӑ Василий Шукшинӑн «Пахчапа мунча хуҫи» хайлавӗсем те пӗчӗк тӳпе хыврӗҫ. Ҫапла май малалли тӗллев — 60 пин куҫару.

Ытти кӑтартусем: «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» халь 1 175 текст, вӗсенче 90 827 пуплевӗш, пурӗ 1 257 пин сӑмах. Куҫарусенче (вырӑслисенче) 773,8 пин сӑмах. Хӑвӑрах куратӑр ӗнтӗ — ӗҫлесен ӗҫ каять. Ҫавна май пурне те пире пулӑшма йыхравлатпӑр!

 

ҪӖР
13

Кӑрал
 Аçтахар Плотников | 13.06.2019 12:08 |

Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Кӑра, кӑрал...

Ашмарин словарӗнче кӑрал сӑмаха ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Оружие, орудие... вӑрҫӑ кӑралӗ-хатӗре... Кӑрал тесе, каскалакан тимӗр таврана калаҫҫӗ... «Кӑраллӑ ҫын килет, петӗм халӑх тарса пӗтрӗ!..» Ку вӑл ҫар хатӗрӗ тытнӑ ҫын килнине пӗлтерет.

Кӑрапа кӑрал сӑмахӑн тӗп тымарӗ пӗр пулма пултарать. Авалхи юмах-халапсенче (мифсенче) Кӑра-турӑ ҫинчен калани те пур, ӑна вӑрҫӑ турри тесе шутлама май килет. «Кӑра (Кӑратурӑ) ялан кӑмака умӗнче турчӑкине кӑвар пӑтратать, ун кӑварӗ ҫӗре ӳксен вара вӑрҫӑ пуҫланать...»

Хӑш-пӗрисем кӑрала ӗҫ хатӗрӗ ҫеҫ тесе ӑнлантарма пӑхни те пур. Пирӗн шутпа, кунпа килӗшме йывӑртарах, мӗншӗн тесен ӗҫ хатӗрне пӗтӗмлетсе калакан лайӑх сӑмах хӑй пур: ыртма. «Ҫуркуннепе ыртмине хатӗрлесе ҫитермен ҫынна кам хисеплетӗр?» — тенӗ Улӑп ҫинчен калакан пӗр халапра. Кунта, паллах, ӗҫ хатӗрӗ пирки сӑмах пырать ӗнтӗ.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхин лабораторийӗ хӑйӗн ӗҫне пуҫланӑранпа икӗ уйӑх иртрӗ. Ҫавна май ҫу уйӑхӗнчи ӗҫ калӑпӑшне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ темелле.

Пӗрремӗшӗнчен, Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ Н.И. Ашмаринӑн черетлӗ 6-мӗш томӗпе пуянланчӗ. Ҫавна май халь тата 4 кӗнеке ҫеҫ юлать: 3, 4, 5, 8. 4-мӗшне тахҫанах ярса пама шантарнӑччӗ-ха та, анчах уйӑх хушшинче унпа ӗҫлекен ҫын ӑна вӗҫне ҫити редакцилесе ҫитереймерӗ. Унсӑрӑн пуҫне сӑмахсарсен сайтӗнче Ашмарин словарьне (унта халӗ 36,2 пин сӑмах статйи) эпир «хатӗрлесе ҫитернӗ пекех» статуса хӑпартрӑмӑр — ҫавна май списокра вӑл кӑшт ҫӳлерех хӑпарчӗ.

Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ корпусӗ пирки каласан, кунта та ҫитӗнӳсем ҫук мар. Куҫарнӑ пуплевӗшсен йышӗ сӑмахран 44 012 ҫитрӗ. Е ку малтанхи уйӑхринчен 6 328 ытларах. Ытти кӑтартусем: корпусра халь 1 158 текст (+55), 83 532 пуплевӗш (+3 291), 1 182 874 cӑмах (+27 841). Майӗпен ӳссе пыратпӑр.

 

Чӑваш чӗлхи

Пушкӑртстанӑн тӗп хулинчи П. Миронов ячӗллӗ чӑваш вырсарни шкулӗнчи чи маттур вӗренекенсене хавхалантарюнӑ. Асӑннӑ регионти «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳре хастаррисене Пушкӑртстанри чӑвашсен канашӗ Прасковья Коринӑн премийӗпе чысланӑ.

«Парнесене тивӗҫнисен хушшинче — талантлӑ вӗренекенсем. Мӗн вӑл пысӑк талант тени? Чӑн малтан вӑл — пӗлӳ тӗнчине (ӳкерес, вулас, ташлас, музыка енӗпе) ӑнкарни тата хушнӑ ӗҫе творчество туйӑмӗпе пурнӑҫлани, яваплӑ, тӳсӗмлӗ, хастар, ҫирӗп тӗллевлӗ пулни», — тенӗ шкул директорӗ Иван Тарасов.

Гран-прие Олег Федоров тивӗҫнӗ. Ӑна пӗлтӗр те ҫавӑн пек чысланӑ. 1-мӗш степеньлӗ диплома тата Прасковья Коринӑн премине Анна Михайлова, Агата Михайлова, Аделя Исалиева, Мария Погодина тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш степеньлине — Ксения Борисова, Вероника Никитина, Илья Никитин, Никита Кузьмин, Мария Новоселова, виҫҫӗмӗш степеньлине — Булат Ахмедьянов, Павел Егоров, Юлия Федорова, Анастасия Кузнецова, Алсу Шаехова. Кунсӑр пуҫне тепӗр 15 вӗренекене Тав ҫырӑвӗпе хавхалантарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-133204963_829
 

Страницӑсем: 1 ... 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, [37], 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, ...81
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть